Йӗпреҫ районӗнчи ҫул ҫинче икӗ машина ҫапӑннӑ. Водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урах пулнӑ. Инкекре виҫӗ ҫын аманнӑ, пӗр хӗрарӑм вилнӗ.
Ҫул ҫинчи инкек ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑрла иртни пӗр сехет хыҫҫӑн «Нурӑс-Патӑрьел-Елчӗк» ҫулӑн 37-мӗш километрӗнче пулса иртнӗ.
Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, «Лада Веста» автомашинӑн 57 ҫулти водителӗ хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайса «Киа Спектра» автомобильпе ҫапӑннӑ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машинӑн 64 ҫулти водительне тата пассажирсенчен пӗрне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонри тепӗр хӗрарӑм инкек вырӑнӗнчех вилнӗ. «Лада Веста» водительне те тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Ӗнер кӑнтӑрла Йӗпреҫ районӗнче пысӑк инкек пулнӑ. Унта икӗ ҫурт ҫунса кайнӑ, тепри ҫулӑмпа сиенленнӗ. Шел те, вилекенсем те пулнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
12 сехет те 20 минутра ҫӑлав службине усал хыпар ҫитнӗ: Ҫӗнӗ Пурнӑҫ поселокӗнче пушар тухнӑ. Унта виҫӗ ҫуртра «хӗрлӗ автан» ташланӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ тӗппипех ҫунса кайнӑ.
Ҫуртсен хуҫисем вилнӗ. Арҫын 1959 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ, хӗрарӑм 1932 ҫулта кун ҫути курнӑскер. Вӗсен виллисене пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тупнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар ҫӳп-ҫапа асӑрханмасӑр ҫунтарнӑран тухнӑ.
Ҫуркунне ҫитсен типӗ курӑка ҫунтарнипе те пушар тухать. Рязань облаҫӗнчи Марьино ялӗнче, ав, темиҫе ҫурт ҫеҫ тӑрса юлнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑнтӑла иртсен типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Инкек ял пуҫӗнче тухнӑ. Вут-ҫулӑм усӑ курман хуралтӑна ҫеҫ сиенленӗ. Пушара сӳнтерме виҫӗ автоцистернӑпа пырса ҫитнӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Вырӑс Улхаш ялӗнче тӑватӑ ҫурт тата сарай ҫуннӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ. Вутра кӗлленнӗ ҫуртсемпе хуралтӑ йывӑҫран купаланӑскер пулнӑ. Вут-ҫулӑм уй енчен сарӑлса пынӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра типӗ курӑк ҫуннине ултӑ тӗслӗх шута илнӗ. Куславкка районӗнче — иккӗ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай, Ҫӗмӗрле районӗсенче тата Ҫӗнӗ Шупашкарта — пӗрер.
Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑйсене пӑшӑрхантаракан ыйтӑва тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче те хускатаҫҫӗ. Республикӑн влаҫ органӗсен «Чӑваш Республики» ушкӑнӗ Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӗпреҫ районӗнчи ҫул-йӗр пирки пӑшӑрханса пӗлтерекенсем уйрӑмах йышлӑ. Ҫынсем «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫул тӑрӑмӗ начаррине ҫирӗплетекен сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтараҫҫӗ.
Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «Йӗпреҫ – Патӑрьел» ҫула ҫывӑх вӑхӑтра йӗркене кӗртӗҫ. Ӑна юсаса ҫӗнетӗҫ. Шӑтӑк-путӑка сапланипе ҫырлахмӗҫ, пысӑк лаптӑкӑн юсӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнчи «Рассвет» шыв управӗнче пулӑсем вилнине асӑрханӑ. Кун пирки вырӑнти пулӑҫсем халӑх тетелӗсенче пӗлтернӗ. Хыпара «Рыболовный клуб Ибреси» ушкӑнра вырнаҫтарнӑ.
Пулӑҫсем каланӑ тӑрӑх, вилнӗ пулӑсене вӗсем ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнчех курнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинче – ҫӗр-ҫӗр вӗтӗ пулӑ. Вӗсем мӗншӗн вилни паллӑ мар.
Пулӑҫсен шухӑшӗпе, пулӑсем шыва тислӗк юхса тухнӑран вилме пултарнӑ. Вӗсем хӑйсен вӑйӗпе ҫырана тасатма тӑрӑшаҫҫӗ.
Пӗлекенни пӗлет-тӗр, пӗлменнисене хыпарлар. Нумаях пулмасть Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен союзӗнче ҫӗнӗ ертӳҫӗсене суйланӑ. Асӑннӑ тивӗҫе маларах Чӑваш халӑх артисчӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ Геннадий Медведев пурнӑҫлатчӗ. Ҫак тилхепене чылай ҫул тытса пычӗ вӑл.
Нумаях пулмасть иртнӗ отчетпа суйлав пухӑвӗнче артистсем ҫӗнӗ председателе суйланӑ. Тивӗҫе пурнӑҫлама Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн тепӗр артистне — Сергей Павлова — шаннӑ.
Сергей Павлов 1987 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Туҫара ҫуралнӑ, Пучинкере ӳснӗ. 2011 ҫулта Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнчен вӗренсе тухсан К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енре нумаях пулмасть тӑватӑ кашкӑра тытнӑ. Вӗсене сунарҫӑсем персе вӗлернӗ. Ҫакна Ҫутҫанталӑк министерстви вӗлернӗ тискер чӗрчунсен тирне маркировка туни те ҫирӗплетнӗ.
Маркировкӑна сунарҫӑсем умӗнчех тунӑ. Специалистсем каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче кашкӑрсен тӑватӑ тирне илсе килнӗ.
Министерство хыпарланӑ тӑрӑх, икӗ кашкӑра Йӗпреҫ районӗнче тытнӑ. Ҫӗмӗрле тата Шупашкар районӗсенче пӗрер кашкӑр лекнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Юмансар ялӗ ҫывӑхӗнче кашкӑрсем тухни пирки сас-хура сарӑлче. Шкул автобусӗнче пыракансем тӑватӑ ураллӑскерсем чупнине видео ӳкернӗ. Анчах сунарҫӑсем кайран вӗсем кашкӑрсем пулманнине ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енре пӑлан шучӗ пилӗк хут чакнӑ, пӑшисен – икӗ хут. Ҫакӑ вӗсен йышне шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫиеле тухнӑ.
Пӑлансемпе пӑшисен йышне специалистсем кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен шутланӑ. Ӑна вӗсем чӗрчунсен йӗрне кура палӑртаҫҫӗ.
Специалистсем 270 маршрутпа 2874,6 километр тӑршшӗ утнине ӗнентереҫҫӗ. Чӗрчунсен йышне шутлама Чӗрчунсене тата уйрӑмах асӑрхамалли ҫутҫанталӑк вырӑнӗсене тӗрӗслекен дирекци инспекторӗсем те кӑҫал хутшӑннӑ. Ҫавна май тӗрӗс цифрӑна палӑртма май килнӗ.
2021 ҫулта пирӗн республикӑра 1095 пӑши тата 282 палан пуррине палӑртнӑ. Пӑшисем Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Улатӑр тата Канаш районӗсенче йышлӑ, пӑлансем – Пӑрачкав, Йӗпреҫ тата Канаш районӗсенче.
«Шел те, 2019 ҫулта ҫурҫӗр пӑланне Чӑваш Республикин Хӗрлӗ кӗнекинчен кӑларчӗҫ», – тенӗ «Ҫыхӑнура» форум журналистне эпир маларах асӑннӑ дирекци пуҫлӑхӗн ҫумӗ, биологи наукисен кандидачӗ Геннадий Исаков.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче чӗрчунсемпе кайӑксен маршуртне тӗрӗсленӗ. Юр ҫинчи йӗрсене кура вӗсен шутне палӑртнӑ.
Етӗрне районӗнчи А.П.Айдак ячӗллӗ этноҫутҫанталӑк паркӗнче ултӑ пӑлан ами (выр. благородный олень) пурӑнать. Пӗлтӗр чӳк-раштав уйӑхӗсенче вӗсемпе пӗрле аҫи те пулнӑ. Анчах хальхинче вӑл шута лекмен.
Палӑртмалла: кунашкал пӑлансен популяцийӗ 2018 ҫулта йӗркеленме тытӑннӑ. Йӗпреҫ тата Улатӑр районӗсенче кунашкал пӑлансене 30 ҫул каялла, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче, шута илнӗ.
Кӑшӑлвируспа хӑш районта ытларах чирлеҫҫӗ? Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне хатӗрленӗ «вирус карттине» тишкерер.
Хӗрлӗ Чутай тата Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле хули – ҫак муниципалитетсенче чирлес хӑрушлӑх пысӑк. Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче – 287, Хӗрлӗ Чутай районӗнче – 345, Ҫӗмӗрлере 681 ҫын каварлӑ вируса ҫаклатнӑ.
Паллах, ытларах ку енӗпе Шупашкар «палӑрнӑ». Унта 10904 ҫын чирленӗ. Иккӗмӗш вырӑнта – Ҫӗнӗ Шупашкар (1632 ҫын). Ун хыҫҫӑн Шупашкар районӗ (1100), Ҫӗмӗрле (681), Улатӑр (672) пыраҫҫӗ.
Чи сахал ҫын чирленисен йышне ҫаксем кӗнӗ: Йӗпреҫ районӗ (185), Красноармейски районӗ (178), Сӗнтӗрвӑрри районӗ (173), Ҫӗмӗрле районӗ (137).
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |